ЧР Наци вулавӑшӗ ирттерекен «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» конкурспа килӗшӳллӗн Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗ те хӑйне евӗр конкурс ирттерет. Унта ҫулталӑкри чи лайӑх вулакана тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ.
Конкурса вулавӑша ҫӳрекенсем пурте хутшӑнӑҫҫӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта 3-мӗш «б» класра вӗренекен Ирина Спиридонова хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑлах «Вулав лидерӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ирина Спиридонова вулавӑша кашни эрнере килсе кӗнеке куравӗсемпе паллашать, ҫӗнӗ кӗнекесене алла тытать, журналсемпе кӑсӑкланать. Пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлекен хӗрача вуласа тухнӑ кӗнекесем пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет. Вӑл ҫутҫанталӑк, чӗрчунсем пирки ҫырнӑ кӗнекесене кӑмӑллать-мӗн, фантастикӑпа кӑсӑкланать.
Ирина Спиридоновӑна ЧР Наци вулавӑшӗнче номинацире ҫӗнтернӗшӗн Дипломпа тата парнесемпе хавхалантарнӑ.
Иртнӗ эрнекун вӗренӳ институтӗнче черетлӗ хут «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн республика тапхӑрӗ иртрӗ. «Наци фестивальне хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать, район тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ 50 ача икӗ номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ», — тесе пӗлтерет вӗренӳ институчӗн сайчӗ.
Чи малтанах «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурса хутшӑнакансен пилӗк станци витӗр тухма тиврӗ. Унта вӗсем чӑваш культурине тата чӗлхине мӗн шайра пӗлнине кӑтартрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасен пултарулӑх тупӑшӑвӗ, юрӑ юрлани, ташӑ ташлани, харпӑр хӑй сӑввисене вулани пулчӗ.
Жюри палӑртнӑ тӑрӑх «Туслӑх хӗлхемӗнче» ҫак ачасем мала тухрӗҫ:
Чӑваш шкулӗн программипе ӗҫлекен шкулсем:
• 1-мӗш вырӑн — Элӗк районӗн Янтапа вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Никандрова Елена Вадимовна
• 2-мӗш вырӑн — Канаш районӗн Чакаҫ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Павлова Юлия Александровна тата Вӑрнар районӗн Туҫиҫырма шкулӗн вӗренекенӗ Филиппова Снежана Витальевна
• 3-мӗш вырӑн — Вӑрмар районӗн Кавал шкулӗн вӗренекенӗ Авакова Анастасия Алексеевна тата Тӑвай районӗн Тӑрмӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Андреева Н.А.
Вырӑс программипе ӗҫлекен шкулсем
• 1-мӗш вырӑн — И.
Шӑматкун, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта виҫӗ ентешлӗх харӑс пухӑнӗ:
- Агрегат савучӗн Культура керменӗнче — элӗксем (пуҫламӑшӗ 11 сехетре);
- Президент бульварӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче — каҫалсем (пуҫламӑшӗ 14 сехетре);
- Яков Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗнче — йӗпреҫсем (Яков Ухсай керменӗ, 13 сехетре).
Унсӑр пуҫне Яков Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗ ыран та тепӗр ентешлӗхе пухать. Хальхинче 10 сехетре унта Елчӗксем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Вӗсен уявӗ кунӗпех иртӗ — 17 сехетре концерт пуҫланмалла.
Нумаях пулмасть Элӗк районӗнче республика шайӗнчи конкурсӑн район шайӗнчи тапхӑрне ирттернӗ. Ӑна вырӑнтисем «Элӗкри централизациленӗ клуб тытӑмӗ» культура учрежденийӗнче пуҫтарнӑ.
«Чӑваш Енӗн ахахӗсем» конкурсӑн ачасен пултарулӑхӗн пӗтӗмлетӳллӗ концертне хутшӑнакансем икшер номер хатӗрленӗ: Ю. Энтинӑн сӑввипе хатӗрленӗ хайлав тата чӑваш халӑхӗн культурипе ҫыхӑннӑ номер.
Конкурса 22 номер тӑратнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑннисенчен чи ҫамрӑккисем — Чӑваш Сурӑмри Даниил Никонов тата Ехремкассинчи София Петрова пулнӑ. Вӗсем «Вокал» номинацире палӑрнӑ. Элӗкри ӳнер шкулне ҫӳрекен «Ладушки» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Л. Ефимова) тата Алексей Осиповпа Юлия Степанова дуэчӗ «Хореографи» номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Элӗкри клубра «Нарспи» спектаклӗн премьери пулӗ. Ӑна И.В.Афанасьев режиссер ертсе пыракан халӑх театрӗ сцена ҫине каларӗ, Раҫҫейри Литература тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкӗсене халаллӗ.
Халӑх театрӗ классика спектакльне хапӑл тусах хатӗрленнӗ. Постановка халӑха килӗштӗр тесе пултарулӑх ушкӑнӗ унта ҫӗнӗ сӗм кӗртме тӑрӑшнӑ. Унта вӗсем хальхи технологисемпе усӑ курӗҫ. Тумӗсем вара пачах тепӗр май: ӗлӗкхи пурнӑҫа ҫывӑх пулӗҫ.
Малтанах ку постановкӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленнӗ чухне пултарулӑх ушкӑнӗ шикленнӗ те. Ара, Константин Иванова чӗлхине, чӑвашсен йӑли-йӗркине пӗлни ҫителӗксӗр-ҫке. «Нарспи» лайӑх «пиҫсе» тухтӑр тесен чӑваш культурин кашни пӗрчине пӗлмелле вӗт.
Анчах халӑх театрӗ ку ӗҫе пуҫӑннӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест. Ку — кӑсӑклӑ та усӑллӑ.
Спектакле Элӗкри клубра каҫхи 7 сехетре кӑтартӗҫ.
Ака уйӑхӗнче яланхи пекех Чӑваш Енре «Кӗнеке урлӑ — халӑхсен килӗшӗвӗ патне» наци кӗнекисен фестивалӗ иртет. Ӑна ЧР Культура министерстви, ЧР Наци вулавӑшӗ йӗркелет.
Кӑҫал ака уйӑхӗн 15–25-мӗшӗсенче тӗп мероприятисем Шупашкарта, Улатӑрта, Чӗмпӗрте, Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче иртӗҫ.
Ҫав кунсенче Раҫҫей патшалӑх ӳнер вулавӑшӗн коллекцийӗнчи курав, пӗтӗм тӗнчери канашлу уҫӑлӗҫ.
Фестивальпе килӗшӳллӗн итальян тата чӑваш, православи, экологи тата ӑслӑлӑх кӗнекисене халалланӑ тематика кунӗсем пулӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем пурне те чӑваш ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен литература каҫӗнче, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ ӳнер конкурсӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче тата «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ ҫӗрте кӗтеҫҫӗ.
Муркаш районӗн ҫыннисемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай тата Ольга Туркай тӗлпулу ирттерӗҫ. Элӗк районне вара Лидия Сарине тата Сергей Павлов ҫитӗҫ.
Чӑваш Ен ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ теҫҫӗ. Ҫак кунсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче алӗҫ ӑстисем тупӑшнӑ. Тӗрӗ ӑстисем юлашки хут 2010 ҫулта пулнӑ.
«Ҫӗр пин юрӑ тӗнчинче» ятпа иртнӗскер конкурс кӑна мар, ӑсталӑх класӗ те. Ӑстасем республикӑри пур районтан та килнӗ. Кашниех хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарасшӑн ҫуннӑ.
Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, 5 ҫул каяллахи тата хальхи ӗҫсене танлаштарма ҫук. Конкурсҫӑсен ӗҫӗсем — чӑн-чӑн шедевр.
Татьяна Петрова жюри палӑртнӑ тӑрӑх, ӑсталӑх ҫемьене кура аталанать. Ачасем асламӑшӗ, амӑшӗ тӗрленине кура вӗренеҫҫӗ-ҫке-ха. Ҫамрӑксем арчари япаласене кӑларса кураҫҫӗ, ҫав ӗҫе малалла тӑсаҫҫӗ вӗт.
Акӑ Светлана Прохорова Елчӗк районӗнче «Астапи» клуба ертсе пырать. Вӑл конкурса К.Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх хатӗрленӗ хӑйне евӗр кӗнеке хуплашкине илсе килнӗ. Вӑл амӑшӗнчен тӗрлеме вӗреннӗ.
Конкурсра килтен илсе килнӗ ӗҫсемсӗр пуҫне экспромта та хакланӑ. Конкурсҫӑсем хушнӑ ӗҫе 5 сехет тӗрленӗ. Жюри хӑвартлӑха, пахалӑха, хитрелӗхе хакланӑ.
Элӗк районӗнчен килнӗ Светлана Константинова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче Элӗк районӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӑлана кӗнӗ бокс турнирӗ иртет. Ӑмӑртӑвӑн малтанхи тапхӑрне ӗнер уҫнӑ. Паян спортсменсем ҫурма финалти вӑййа тухнӑ, ыран финалта кӗрешӗҫ тата ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Хальхи турнира тӗрлӗ районпа хулари тата Мари Элти 136 ҫамрӑк боксер пухӑннӑ.
Кӑҫалхи турнира элӗксем вунсаккӑрмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Районта бокс виҫӗ теҫетке ҫул каяллах аталанма пуҫланӑ. Ленинградри тренерсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ каччӑ, Владимир Гордеев, 1979 ҫулта Мӑн Вылӑри вӑтам шкулта бокс уйрӑмӗ уҫать. Ҫулталӑкран Элӗкри ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗ ҫумӗнче бокс секцине йӗркелеҫҫӗ. 1983 ҫулта районта республика шайӗнчи пӗрремӗш турнир иртет.
30 ҫул хушшинче районта 16 спорт маҫтӑрӗн кандидатне хатӗрленӗ. Вӗсем республикӑри тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенчен пӗрре кӑна мар ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Чи вӑйлисем Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗн йышне кӗнӗ.
Сӑнсем (18)
Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗ пурне те «Чун киленӗҫӗшӗн тӗрлетпӗр» курава чӗнет. Ӑна ятарласа Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн уҫнӑ.
Экспозицие хатӗрленӗ ҫӗре «Ал ӑстисем» кружока ҫӳрекенсем хутшӑннӑ. Вӗсен чи лайӑх ӗҫӗсем куравра вырӑн тупнӑ: чӑваш тӗррипе хатӗрленӗ япаласем те, хӗресле тӗрленисем те. Пӗтемпе — 80 экземпляр ытла.
Кураври япаласене ӗлӗкхи евӗр хатӗрленӗ. Пирӗн асаннесемпе кукамайсем хӑйсен туйӑмӗсене тӗрре куҫарнӑ.
Хӑшӗ-пӗри хӑйсен тӗрленӗ хатӗр-хӗтӗрне музея парнеленӗ. Вӗсен йышӗнче район пульницинче ӗҫлекен Роза Семенова пур. Людмила Андреевӑн ӗҫӗсем — алшӑлли, сӗтел ҫитти, тутӑр — пӗрремӗш хут курава хутшӑннӑ.
Курав ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Сӑнсем (6)
Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче чи хӑтлӑ ял тӑрӑхӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ӑна пӗлтӗрхи кӑтартусене шута илсе ирттернӗ. Унта 20 тӑрӑх хутшӑннӑ. Пӗлтӗр вара сахалрах — 13 ҫеҫ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Унччен конкурса хуласен хушшинче ҫеҫ ирттернӗ. Кӑҫал ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантармашкӑн республика хыснинчен 1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ял тӑрӑхӗсем унпа тӗллевлӗн усӑ курӗҫ: хӑйсем пурӑнакан вырӑна татах хӑтлӑлатӗҫ.
Кӑҫал конкурсра 100 пин ҫын таран пурӑнакан хула округӗсен йышӗнче Вӑрнар поселенийӗ мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗмӗрле хули, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӑрмар тӑрӑхӗ.
II категорире Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ малти вырӑна йышӑннӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Пӑрачкав ял тӑрӑхӗпе Комсомольски ял тӑрӑхӗ пайланӑ.
III категорире мала Элӗк ял тӑрӑхӗ тухнӑ, иккӗмӗшне — Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗ, виҫҫӗмӗшне — Комсомольски районӗнчи Тукай ял тӑрӑхӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |